Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Кивви ҫӗннине упрать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Турхансем (Иван Егоров)

Шӑллӑмсем хурласшӑн пиччене
чӗлхи ҫепӗҫ маршӑн тиркесе.
Ют ҫынсем сӑхасшӑн пӗччене
хутне кӗрекенӗ ҫук тесе.

Пурӑнӑҫӑн тути-масине
ас тиврӗмӗр эпӗр маларах.
Чи йывӑрри лекет аслине,
усрӗмӗр, тен, кӑштах кӑрарах.

Характерӗпеле вӑл крутта,
вӑрттӑнлӑхне пӗр Турӑ пӗлет.
"Нарспи" ҫыраканӗ те, Пӑртта,
пиччерен те крутта пулнӑ тет.

Кӑра ҫилӗ килет-мӗн йӑхран,
турхансене хывнӑ-мӗн пичче.
Кӑтрат хан тӑхӑмӗ вӑл, Турхан.
Лешӗнчен чӗтренӗ пур тӗнче.

Ҫерушпа Кӗркури, шӑллӑмсем,
туймастӑр-им, хӑвӑр та кӑра?
Ҫерушӗн, ав, малти шӑлӗсем
Турхан-кукка шӑлӗ пек сайра.

Ӗҫкӗ-ҫикӗ тума, ташлама
пухӑнаҫҫӗ куршӗсем-мӗнсем.
Хуйхӑ килсен ӑша пусарма
пурӗпӗрех кирлӗ тӑвансем.

Пулмалла ун хивре, вӑл асли,
ҫӑхансен хушшмнче - пӗр-пӗччен.
Вӗҫевре - чи ҫӳлти, чи ӑсли:
вӑл - лоэт, чӑн поэт. Вӑл - пичче...
* * *
Пурах аманнӑ чуншӑн ҫӑлнӑҫ:
ҫӳлтен-ҫӳле ун вӗҫмелле!
Ҫӗр ҫумӗпе шӑвать ман пурнӑҫ,
шуса пырать ҫул вӗҫнелле.

Часах унта ҫитсе те тӑрӗ,
сиссе те юлаймӑпӑр ак.
Пире кам пӗтесрен хӑтарӗ?
Вӗҫекен чун! Вӑл хӑтарать!

Чун вӗҫевне туяс тесессӗн
мӗн-ма кӗтес аманасса?
Чӑнла пурнассӑмӑр килсессӗн
чуна пурнас-мӗн ҫунтарса...


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2006-11-29 13:51:32 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 2373 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем